РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Раҫҫее ют ҫӗршывран вӑхӑтлӑх килекен ҫынсене квота парасси пирки алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул пирӗн ҫӗршывра ют тӑрӑхран 111 пин ҫын килейӗ. Кӑҫалхипе танлаштарсан, ку 15 пин сахалрах.
Ҫӗршывӗпе илес тӗк, ҫитес ҫул ют ҫӗршывран ҫынсем сахалрах килӗҫ. Чӑваш Ен вара, кӑҫалхипе танлаштарсан, ытларах ҫын йышӑнӗ. 2017 ҫулта пирӗн пата 200 мигрант килме пултарӗ.
Ку кӑтарту Атӑлҫи тӑрӑхӗнче — чи пӗчӗккисенчен пӗри. Мари Республикине тата Удмурт Республикине ют тӑрӑхран 100 ҫын килӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Канашри пӗр пуҫлӑха костюм хывса ҫӳп-ҫап тиеме хушнӑ. Унта вӑл ӗнер пулнӑ.
Промышленность хулинчи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри — ҫӳп-ҫап турттарманни. Тиесе каяҫҫӗ-ха ӑна, анчах вӑхӑтра мар тата ӗҫе тӗплӗн пурнӑҫламаҫҫӗ. «Юрать, хал хӗл те. Ҫулла чӑтмалла мар шӑршӑ тӑрать. Ҫӳп-ҫапа темиҫе уйӑх ӗнтӗ турттарса кайман», — элекленӗ Элтепере канашсем.
Ҫӳп-ҫап турттаракан компани «Чистый город» (чӑв. Таса хула) муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ парӑма кӗрсе кайнипе сӑлтавланӑ. Ҫынсем те тӗрлӗрен: пӗрисем тӳлеҫҫӗ, теприсем — ҫук.
Йӑлари каяша турттаракан предприяти пуҫлӑхне Михаил Игнатьев костюм хывса ҫӳп-ҫап тиеме хушнӑ. Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхне Владислав Софронова та сӑмах хытах лекнӗ. Икӗ эрнере йӗркене кӗртмесен ӑна Элтепер отставкӑна ярассипе хӑратнӑ.
Етӗрне район администрацине Андрей Софронов ертсе пырӗ. Ахӑртнех, вӑл. Ятарлӑ комисси ырланӑ кандидатурӑна ҫывӑх вӑхӑтра вырӑнти Депутатсен пухӑвӗнче пӑхса тухӗҫ.
Аса илтеретпӗр, Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин иртнӗ уйӑхра ӗҫрен кайнӑ, ку тивӗҫе вӑхӑтлӑха Владимир Семенов пурнӑҫлама тытӑннӑ. Пуҫлӑх пулмалли ҫынна палӑртакан комиссие ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне — Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхне Лариса Арсентьевана, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумне — Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫине Николай Малова; чӑваш парламенчӗн тепӗр депутатне, Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫине Валерий Павлова; Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорне Станислав Николаева кӗртнӗччӗ.
Виҫӗмкун комисси Андрей Софронов кандидатурине ырланӑ. «Правда ПФО» пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын асӑннӑ районта социаллӑ пулӑшу кӳрессипе ӗҫленӗ, маларах вӑл газ участокӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗ пулнӑ Владимир Доброхотова республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Хушӑва ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
«Дорэкс» акционерсен уҫӑ обществин пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Доброхотова транспорт ведомствине ертсе пыма иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Министр пуканне тивӗҫнӗ ҫав ҫын «Дорэкса» ертсе пыма тытӑниччен тӳре-шарара ӗҫлесе пӑхнӑ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе ҫумӗнче тимленӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ку должноҫе Михаил Резникова лартрӗҫ.
Ӗнертенпе Владимир Анатольевич республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче тӑрӑшма тытӑннӑ. Унта вӑл Сергей Артамонов министра ҫум должноҫӗнче пулӑшӗ.
Хула пуҫлӑхӗн ӗҫ укҫине пӗтермелле-и е ҫук-и? Шупашкарти депутатсем ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ, сасӑлав ирттернӗ. Кун пирки тин кӑна пӗлтернӗччӗ.
Ку ыйтӑва унччен халӑх итлевӗнче сӳтсе явнӑ ӗнтӗ. Хӑш-пӗр депутат интереслӗ сӗнӳсем панӑ. Вӗсенчен пӗри чӑннипех те хӑйне евӗрлӗ. Ӑна ыттисем шӳт вырӑнне йышӑннӑ-и е ҫук-и — калама хӗн. Нихӑш партие те кӗмен депутат Александр Андреев хула пуҫлӑхне кушак аҫине суйлама сӗннӗ.
Кунашкал практика АПШра пур ӗнтӗ. «Хула пуҫлӑхӗпе» паллашма нумай турист килет-мӗн. Тен, пирӗн те ҫапла тумалла? Ҫакнашкал ыйту панӑ Александр Андреев. «Акӑ манӑн ӗҫре Васька аҫа пур. Унпа пурте селфи ӳкерӗнеҫҫӗ. Ун чухне, иккӗленместӗп, эпир инвестици илӗртес енӗпе Раҫҫейре пӗрремӗш пулӑпӑр», — тенӗ вӑл.
Кулӑшла пулӗ те, анчах депутатсем хальлӗхе ку шухӑша пурнӑҫа кӗртме тӑхтанӑ. Вӗсем хула пуҫлӑхӗ тӳлевсӗр ӗҫлесси пирки йышӑну тунине пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Шупашкарти ликерпа водка савутӗнче 100-е яхӑн ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлӗ. Вӗсене ун пирки хут тыттарнӑ та ӗнтӗ.
Шупашкарти эрех савутӗнче чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 86 ҫын юлашки кун ӗҫлӗҫ. Йышра — 51 хӗрарӑм, 11 пенсионер, 6 — ҫамрӑк. Ӗҫпе тивӗҫтерекен Шупашкарти центрта вӗсене вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерме шантарнӑ май ним хӑрушши те ҫуккине пӗлтернӗ.
Маларах, Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче самайӑн ӗҫсӗр юлчӗҫ.
Республикӑри пысӑк предприятисенчен пӗрне, Шупашкарти ликерпа водка савутне, чӑваш Енӗн парламенчӗн депутачӗ, «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) парти пайташӗ Олег Мешковнумаях пулмасть туяннӑ. «Букет Чувашии» сӑра савучӗн хуҫи пулнисӗр пуҫне вӑл эрех савутне те илнӗ.
Шупашкар хула пуҫлӑхне тӳлевсӗр ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Ку ыйтӑва республикӑн тӗп хулинчи депутатсем ӗнер иртнӗ ларура татса панӑ. Тӳлевсӗр ӗҫлеттерме хирӗҫ пулнисем иккӗн кӑна тупӑннӑ: Анатолий Игумнов экс-мэр тата Константин Степанов либерал-демократ.
Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн Председателӗ — хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Леонид Черкесов РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнӑ хыҫҫӑн хула пуҫлӑхне тӳлевсӗр ӗҫлеттермелли пирки сӑмах тухнӑччӗ. Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче шупашкарсем хула пуҫлӑхне укҫалла е укҫасӑр тар тӑктарассине халӑхпа сӳтсе явма пухӑннӑччӗ. Унта тӗрлӗ шухӑш сисӗннӗччӗ. Либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов, сӑмахран, ӗҫлекен ҫынна тӳлемеллине палӑртнӑччӗ. Пухӑва ертсе пыракан Николай Владимиров депутат хӑйӗнпе килӗшменнине кура либерал-демократ тарӑхса тухса кайнӑччӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗ Владимир Кузин малтан тӳлес шухӑшлӑ пулнине пӑхмасӑрах урӑхларах калаҫнӑ май, «ӗҫтешсемпе сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн» урӑхларах пӗтӗмлетӳ тунине пӗлтернӗччӗ.
Хула пуҫлӑхӗн тивӗҫне халӗ Ирина Клементьева депутат пурнӑҫлать.
Чӑваш Енри тухтӑр Мускав облаҫӗнче пысӑк пукана йышӑннӑ. Дмитрий Марков халӗ Мускав облаҫӗнчи сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать.
Унччен ку пукана Нина Суслонова йышӑннӑ. Вӑл унччен ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ. Халӗ вӑл Мускав облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн канашҫи пулӗ.
Дмитрий Марков вара унччен Нина Суслоновӑн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Мускав облаҫне кайиччен вӑл Шупашкарти сывлӑх сыхлавӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Дмитрий Марков — ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ.
ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫне малашне Наталья Тимофеева пурнӑҫлӗ. Вӑл ку таранччен ведомствӑна вӑхӑтлӑх ертсе пынӑ.
Хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн пуҫламашӗнче Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитетне ЧР Юстици министерствине панӑ. Ҫапла майпа ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пулса тӑнӑ.
Наталья Юрьевна ЧР Пурлӑх министерствинче (пӗлтӗр ӑна пурлӑх хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗ туса хунӑ) виҫӗ ҫул ытла ӗҫленӗ.
Раҫҫей Президенчӗн кадр резервне Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин кӗнӗ. Ҫӗнетнӗ ушкӑнра — 135 ҫын. Унчченхисенчен хӑшӗсем пысӑкрах должноҫ йышӑннӑ, теприсем РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ — ҫапла вара резерва вӗсен вырӑнне урӑххисене илнӗ.
Маларах кадр резервӗнче пирӗн республикӑрисенчен Сергей Гапликов (ӑна пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Коми Республикине ертсе пыма шаннӑччӗ), Михаил Игнатьев тата Надежда Прокопьева пулнӑ.
Сӑмах май, республика Правительствин пуҫлӑхне Иван Моторина Коми Республикин ертӳҫи Сергей Гапликов кӑҫал ҫуркунне ӗҫлеме чӗннӗччӗ, премьер-министр Сыктывкара кайса унти лару-тӑрупа паллашнӑччӗ, анчах кунтах юлма йышӑннӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |